Уçă турнира хутшăнчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 08.04.2019, 11:36 Просмотров: 475

Спортăн кĕрешỹ енне кăмăллакансем Ульяновск облаçĕнчи регионсем хушшинчи вунпĕрмĕш уçă турнира хутшăнчĕç. Ăна Георгий тата Петр Майрабеевсен ячĕсемпе ирттерчĕç.

2003-2004 çулсенче çуралнă 300 спортсмен хушшинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ М. Зейнетдиновпа А. Клементьев тренер хатĕрленĕ Ишлĕри И. Ерофеев (60 кг) пĕрремĕш, Анат Чакăри Д. Шуряков (55 кг) тата Пăлапуç Пашьелĕнчи И. Киданов (58 кг) виççĕмĕш вырăнсемпе савăнтарчĕç. 

Яндекс.Метрика