Ĕçтешĕн ĕçченлĕхĕ ĕлккенлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 08.04.2019, 09:55 Просмотров: 409

МĔН çамрăкранпах (34 çул) "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕнче тăрăшакан Валентина Кириллова (Тимĕр Алюш Вали) журналиста пирĕн хаçат вулаканĕсем пурте пĕлсех каймаççĕ пулин те унăн повеçĕсемпе калавĕсене ас тăваççĕ-тăр. Вĕсем пирĕн хаçат страницисенче те сахал мар пичетленнĕ. Хаçат ĕçченĕ ĕçри тивĕçне пурнăçланипе пĕрлех кĕнекесем калăплама та вăхăт тупать. Çак кунсенче çеç унăн виççĕмĕш кĕнеки _ "Сас пачĕ чĕрĕ чун" - кун çути курчĕ. Республикăра "Вулавăша кĕнеке парнеле" акци пынă май, автор черетлĕ "чун апатне" Елчĕк районĕнчи библиотекăна çеç мар, Патăрьелсене те парнелесшĕн. Апла пулсан типографи шăрши те сĕвĕрĕлсе пĕтмен илемлĕ хуплашкаллă кĕнекене эсир те алла тытса вулама, хак пама пултаратăр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика