ÇАНТАЛĂКА сăнакансем ака уйăхĕ хĕвеллĕ те ăшă кунсемпе савăнтарасса шантараççĕ. Ун пек пулсан тепĕр темиçе кунтанах çĕр типшĕрме, йывăç-курăк ешерме пуçлĕ. Пĕрлех вара шухăшĕсем, ĕçĕсем те хутшăнĕç. Уйрăмах çурт-йĕр таврашне, урамсене çуп-çапран, ăпăр-тапăртан тирпейлемелли хĕрỹ тап-хăр пикенĕ. Çавăнпа та типнĕ курăка, хăрăк-турата çунтаракансене аса илтермелли вăхăт çитрĕ темелле. Пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр картаран е хуралтă вырнаçнă çĕртен 50 метртан кая мар, вăрман çывăхĕнче çỹп-çапа çунтарнăшăн граждансене 2_3, должноçрисене 6 _ 15, юридика сăпатĕнчисене 150 - 200 пин тенкĕ таран штраф параççĕ. Районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ çул пилĕк çынна саккунпа айăпласа штрафланă.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
