2018 ÇУЛ Раççейре Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ пулчĕ. Ырă ĕç туни, пĕр-пĕрне савăнăç кỹни пархатарлă та кăмăллă çеç мар, сăваплă та. Çак йăлана малалла тăсса районти централизациленĕ библиотека системин ĕçченĕсем ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен "Вулавăша _ парне" акци йĕркелеççĕ. Кашни килтех усă курнă, вуласа тухнă кĕнекесем пур. Çỹлĕкре вырăн йышăнса тăриччен "чун апатне" районти е ялти вулавăша парнелеме пултаратăр. Кунта вĕсем хăйсен вулаканĕсене те тупĕç, библиотека фондне те пуянлатĕç. Ырă ĕç харама каймĕ. Сăваплă ĕç тăвакансене кĕнеке тусĕсем те тав тăвĕç.
Август 2026 |
