Çуркунне çитрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.04.2019, 09:53 Просмотров: 855

Çуркунне çитрĕ. Çураки çывхарать. Çанталăк çиллĕрех, çумăр çăвасшăн. Çывăхалла çеçпĕлсем çеçке çурĕç, çĕмĕртсем, çăкасем çулçăпа çĕнелĕç...

Çинукпа Çерахфин çĕрлеччен Çĕрпỹне çитмелле. Çулталăкĕпех çĕвĕ çĕлеççĕ çамрăксем. Çураçуллăскерсем, çỹхескерсем, çỹçĕсене çурмалла çивĕтленĕ. Çултан-çул çунатланса çитĕ-неççĕ. Çырă çỹçлĕ, çуйкăн Çемен çартан çитрĕ.

Çỹллĕ çитĕннĕ, çавракаланнă. Çамрăксем - Çемен, Çеруш, Çерук - çуйхашаççĕ, çатăлтатаççĕ, çухăраççĕ, çăмăлттайланса çурăмĕсенчен çапкалашаççĕ... Çеруш çỹхе çаннине çавăрчĕ, çапасшăнчĕ çамкаран Çемене çиленнипе! Çемен çартан çирĕпленсе çитнĕ-скер, çамрăка çĕклеттерсех çаптармĕ çав... Çитĕ çăтти-çатти çапăçса",- çивĕчлетрĕ Çеруш. Çак çĕр çамрăксемпе çерем çине çитмелле. Çитĕнсе çитнĕ çамрăксем çапăçмарĕç, çĕткеленмерĕç. Çĕрлехи çут çăлтăр çутипе çутăличченех çỹрерĕç. Çуркуннехи çĕр çамрăксене çывăхлатрĕ çеç.

Л. ЯКУШКИНА. Кивĕ Катек ялĕ. Первомайски

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика