Иртнĕ çул пирĕн çĕршыври хăш-пĕр регионта хĕрлĕхенпе (корь) чирлекенсен йышĕ ỹснĕ. Кăçал та унпа асапланакансене тупса палăртнă. Владимир облаçĕнче, Мускавра, Екатеринбургра тата Санкт-Петербургра чирлекенсем ытларах. Çулталăк пуçланнăранпа Нева çинчи хулара 9 çынна хĕрлĕхен ернĕ.
Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та хĕрлĕхен инфекцийĕ çук. Чир ан сарăлтăр тесе профилактика ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра туса ирттеретпĕр. Прививка тума вакцина çителĕклĕ. Ăна çулталăкри, 6-ри ачасене, 18-30 çулсенчи çамрăксене тăваççĕ.
Хĕрлĕхен ерекен инфекци чирĕ. Унпа ачасем те, аслисем те чирлеççĕ. Аслисем йывăртарах тỹссе ирттереççĕ. Чир ерсен çын хăйне шăнса пăсăлнă чухнехи пек йывăр туять. Ỹт температури ỹсет, куç шывланать. Пĕрремĕш кунхине хĕрлĕ шатра пит çине тухать. Иккĕмĕш кун алă, хырăм, çурăм çине сарăлать. 3-4 кунсенче ура тупаннех çитет. 7-мĕш кунран шатра çав йĕркепех сỹнсе пырать. Хĕрлĕхенрен вăхăтра сипленмесен ларингит, трахеобронхит, отит, менингит, ỹпке чирĕсем аталанма пултараççĕ. Чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мел - вакцина. 2001 çултанпа Чăваш Республикинче хĕрлĕхенпе чирлекен пулман.
Хĕрлĕхенпе хĕрлĕ шатра - расна чирсем. Хĕрлĕхен йывăр иртет. Çавăнпа асăрханулăх кирлех.
О. ТОКМАКОВА, Роспотребнадзор управленийĕн территори уйрăмĕн начальникĕ
Август 2026 |
