Сăкăтра налук парăмĕсем чакнă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.03.2019, 09:34 Просмотров: 386

ВЫРĂНТИ ял тăрăхĕсенче ял халăхĕн хăтлă пурнăçĕшĕн тăвакан ĕçсем пурте бюджет укçи-тенки çителĕклĕ пулнинчен килет. Ку тĕлĕшпе кашни гражданинăн ăнланулăхĕ пысăк пулни, вăл налуксене вăхăтра тỹлесе пыни çав тери пĕлтерĕшлĕ.

Сăкăт ял тăрăхĕнче йĕркеленĕ районти пĕрлештернĕ бюджета тупăш кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комиссин ларăвне вырăнти налукпа вăхăтра татăлман 120 çынна "кавир" çине чĕнтернĕ. Халăхпа куçа-куçăн курнăçнин усси куç умĕнче. Комисси вырăна тухса çынсемпе тĕл пулнă хыççăн çурри ытла парăмĕсемпе татăлнă, пĕр кунтах хыснана 87,2 пин тенкĕ укçа кĕнĕ. Сăмах май каласан, асăннă ял поселенийĕ мартăн 1-мĕшĕ тĕлне ку тĕлĕшпе хăйсен ĕçне лайăхлатнă, 23 процент ытларах налук пуçтарнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика