ЮЛАШКИ çулсенче укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевпе Мускава стройкăна çеç мар, çỹп-çап уйăракан çĕре те чылайăн çỹреççĕ. Вахтăна хутшăнакансем хушшинче арçынсем те, хĕрарăмсем те, çамрăксем те пур. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче пирĕн районтан çакăнта ĕçлеме кайнă пĕр арçынна чăнах та "телейĕ" шăлне çĕмĕрсе кĕнĕ темелле. Вăл бригадăри ытти юлташĕ- семпе юнашарах çỹп-çап хушшинче тăрмашнă вăхăтра АПШн 100 доллар номиналлă 10 купюрине тупнă. Паллă ĕнтĕ, ун пек чухне никам та укçана пăрахса хăвармĕ. Арçын та çаплах тунă, вĕсене улăштарса хамăрăн укçана çавăрас тĕллевпе килне илсе килнĕ, çийĕнчех унпа ĕç-пуçне пĕтерес тĕллевпе Патăрьелĕнчи Россельхозбанка кайнă. Банкирсем вара унăн кăмăлне шартах пăснă, долларсем пурте суя пулнăран çийĕнчех полици сотрудникĕсене чĕнсе илнĕ, каярахпа уголовлă ĕç пуçарнă. Арçын хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă. Суд ăна РФ УКăн статйипе килĕшỹллĕн условнăй майпа ирĕкрен хăтарма йышăннă.
Август 2026 |
