Ăмăртуран çĕнтерỹпе таврăнчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2019, 14:06 Просмотров: 374

Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче çăмăл атлетсем икĕ кун ăмăртусене хутшăнчĕç. Йăлана кĕнĕ Раççей шайĕнчи тупăшусене 400 ытла çамрăк явăçрĕ. Чăваш Ен спортсменĕсемсĕр пуçне ăмăртусене Чулхула тата Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Марий Эл тата Тутарстан Республикисенчен те килнĕ.

Ку ăмăртусенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Д. Суворов каллех çитĕнỹсемпе савăнтарчĕ. 200 метрлă дистанцире пĕрремĕш, 400 метр чупса иккĕмĕш вырăнсене тухрĕ. Димăна ăмăртусене ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ В. Платонов хатĕрлет.

Турнир "ылтăнне" 1500 метра чупса Реналь Рахимов (ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ) илчĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика