Настя - конкурс çĕнтерỹçи!

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2019, 14:01 Просмотров: 584

Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче культурăпа кану тата халăх ăсталăхĕн çамрăк ĕçченĕсен "Чи лайăх çамрăк культура ĕçченĕ _ 2019" конкурс иртрĕ. Унта хутшăнакансен пултарулăхне 3 номинаципе хакларĕç: "Чи лайăх çамрăк культура ĕçченĕ", "Çамрăк ăстаçă", "Пултарулăх инновацийĕсен лидерĕ".

Конкурсантсем кашни номинацирех икшер ĕç пурнăçларĕç: паллашу хучĕ, манăн проект.

Пирĕн районтан конкурса централизациленĕ клуб системинчи халăх театрĕн художник-постановщикĕ А. Петрова  хутшăнчĕ. Настя професси ăсталăхĕпе палăрса, культура йăли-йĕркин ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем парса республика конкурсĕн "Пултарулăх инновацийĕн лидерĕ" номинацире çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ.

А. ИВАНОВА

Яндекс.Метрика