ÇУЛТАЛĂК пуçланнăранпа Шăнкăртамра иккĕмĕш хут пушарниксем вутпа куçа-куçăн кĕрешнĕ. Иртнĕ шăматкун каçхине тăхăр сехетре тухнă пушар кил-çуртран та, мунчаран та мар, гаражран амаланса хыпса илнĕ-мĕн. Хỹтлĕхре ларакан ГАЗель тата çăмăл автомашина çунса юрăхсăра тухнă. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх техникăсене кил хуçисем инкек-синкекрен страхламан. Тăкакăн пĕр пайĕ таврăнать теме те çук. Пушарăн сăлтавĕ хальлĕхе паллă мар. Ку ыйтупа ятарлă специалистсем ĕçлеççĕ. Сăмах май каласан, иртнĕ çул та районта автомашинăсем вут серепине лекнĕ икĕ тĕслĕх пулнă. Иккĕшĕ те çак ялтанах.
Районта ку таранччен тăхăр пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра пушарниксем 12 хутчен инкек пулнă вырăна тухса кайнă.
Август 2026 |
