Акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ конкурсра çĕнтернĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2019, 13:51 Просмотров: 508

АСЛĂ ЧЕМЕНТИ вăтам шкулта ачасене акăлчан чĕлхин вăрттăнлăхне вĕрентекен Надежда Кошелева кашни çулах районти е республикăри тĕрлĕрен конкурса хутшăнса палăрать. Пуçаруллă та пултаруллă учительница вăхăта усăсăр сая яма юратмасть. Тĕп ĕçĕ ют чĕлхепе çыхăннă пулин те Надежда Васильевна тăван чĕлхепе йĕркелекен тупăшусене те хастар хутшăнать. Çак кунсенче çеç Чăваш Республикинчи вĕрент институчĕ "Чăвашла уяв янратăр" сценари конкурсне пĕтĕмлетнĕ. 110 ĕçрен пирĕн ентешĕмĕрĕн творчествине жюри пысăка хурса хакланă, призерсен йышне кĕртнĕ. Тĕпрен илсен, автор материалта пĕлтĕр кун çути курнă "Вĕсем Çĕнтерĕве çывхартнă" хăйĕн кĕнекипе усă курнă. Н. Кошелева _ "Авангард" хаçатăн хастар обществăлла корреспонденчĕ те.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика