Сывлăхпа çыхăннă программа хута ярасшăн

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2019, 14:10 Просмотров: 471

Шупашкарти В. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕнче «Сывлăх — ĕç вырăнĕнче» корпоратив программине хута ярасшăн. Корпоратив программин тĕллевĕ — ĕçлекенсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтаракан мероприятисене явăçтарасси, сиенлĕ тата сахал хускалас йăласене пăрахăçласси, сывă апатланăва пăхăнасси, чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртма май паракан скрининг-тĕпчев ирттересси. Проект малтанхи утăмĕсем пурнăçланнă та.

Яндекс.Метрика