Раççей Правительстви яллă вырăнсенче культура çурчĕсем тума 282,9 млн тенкĕ укçа уйăрнă. Ку укçана «Культурăна тата туризма 2019-2023 çулсенче аталантарасси» патшалăх программипе килĕшӱллĕн 11 регион хушшинче пайланă, пĕлтерет РФ Правительствин пресс-служби. Вĕсем хушшинче Чăваш Ен те пур. Пирĕн республикăра Шăхасан салинче çĕклеме палăртакан культурăпа кану центрĕ чи хакли пулĕ, ăна тума 40 млн тенкĕ укçа уйăрнă.Виçĕ региона 20-рен пуçласа 30 млн тенкĕ таран уйăраççĕ, ыттисем вăтамран 10-16 млн тенкĕ илеççĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
