ЧĂВАШ Ишекĕнчи Дарья Калинникова ĕç ветеранĕ, тыл хастарĕ, салтак арăмĕ пурнăçра хурапа шурне сахал мар черетленĕ пулин те унăн аслă Туррăмăра çĕр çинчи вăрăм ĕмĕршĕн тав тумалăх пур. Нарăсăн 27-мĕшĕнче вăл 105 çул тултарчĕ! Дарья Михайловна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çеç мар, республикăра та çулĕпе чи асли. Каçал тăрăхĕнчен Чăваш Ишекне качча килнĕ Дарья Михайловна ĕмĕр тăршшĕпех ял-йышра хисеплĕ пулнă, хуçалăхри кирек мĕнле ĕçре те тỹрĕ чунлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрнă. Иккĕмĕш ĕмĕре ваклакан кинемей пирки кỹрши-арши те, тăванĕсем те ырăпа кăна аса илеççĕ: кăмăллă, ăшпиллĕ, тарават, ĕçчен... Çак пархатарлă енсем хĕрарăма пурнăçра хавхалантарса пыраççĕ те.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
