Йыттăн çеç мар, ĕнен те хỹри кукăр иккен...

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2019, 11:03 Просмотров: 501

ЧЫЛАЙ чухне эпир урамра ирĕкре чупса çỹрекен йытăсенчен аякран пăрăнса иртетпĕр. Ватăсем калашле, унăн хỹри кукăр. Чупса пырса çыртса илме те пултарать. Çапкаланчăк анчăксен çеç мар, килти хуçалăхри ĕнесен те хỹри "кукăр" пулать иккен... Çак кунсенче Сăкăтра пурăнакан арçын пĕр шутламан-туман çĕртенех мăшкăл курнă. Ахаль те сусăрскере ĕни картишĕнчех темиçе хутчен мăйракипе тăрăнтарнă. Килти выльăх сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак арçыннăн кăкăр шăммине те, аяк пĕрчине те сиенленĕ. Юрать-ха, урмăшнă ĕне урăхла инкек кăтартман. Шел пулин те, шар курнă çыннăн халĕ те больницăрах сипленме тивет.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика