ТРЕНЬЕЛСЕМШĔН Çăварни эрнинче асра юлнă мероприятисенчен пĕри _ ял вулавăшĕнче хисеплĕ сăмах ăсти, поэт-куçаруçă, Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ, районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн чи хастар тусĕ пулнă Василий Григорьевич Галкин - Галка Ваçлейĕ - 90 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ сăвă вулакансен конкурсĕ. Унта ачасемпе пĕрлех аслă ăру хастарĕсем те хутшăннă, çĕнтерỹçĕсем пурте чыслава тивĕçнĕ. "Галка Ваçлейĕн вулавĕсем" кăçал тăван ялĕнче пĕрремĕш хут иртнĕ. Тĕл пулура поэт пирки ырă аса илỹсем нумай пулнă, унăн сăввисене, куçарăвĕсене вуланă. Шанас килет, çак конкурс малашне те ырă йăлана кĕрĕ. Унта районти ытти шкулсенчи сăвă вулама юратакансем, уйрăм хастарсем хастар хутшăнсан та кăмăллă. Хальхинче вара Треньелсен пуçарăвне Ыхра Çырминчи тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсем хапăл тунă.
Август 2026 |
