Инкек-синкекрен сыхланар!

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2019, 10:58 Просмотров: 464

УРАМРА кашни кун çуркунне вăй илсе пырать. Путăксемпе варсенче çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлеме пуçличчен нумай юлмарĕ. Кăçал юр хулăн ларнине пула вăл инкек кăтартмасăр, никама та хур тумасăр ирĕлсе пĕттĕр тесе пурин те хатĕр тăмалла. Тепĕр хут аса илтеретпĕр: шыв çулĕсене уçсах, ăна сăнасах тăни, пăрăхсене тĕрлĕрен ăпăр-тапăр капланасран тасатни хальхи вăхăтра чи пĕлтерĕшли! Çуртсен, шкулсен, ытти учрежденисен тăррисенчи юрсене тасатса илес ĕçе те йĕркелемелле. Йывăр йĕпе юр пусарăнтарса инкек ан кăтарттăр. Акă, çак кунсенче Вăрмар районĕнчи Аслă Чак ялĕнчи шкулăн пĕр пайĕ йăтăнса аннă. Юрать-ха инкек вăхăтĕнче никам та шалта пулман. Халĕ унăн сăлтавне ятарлă служба специалисчĕсем пайăрлатаççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика