Малтан Çăварни уявĕ иртĕ, ун хыççăн Мăнкун типпи пуçланĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.03.2019, 08:13 Просмотров: 765

 ПРАВОСЛАВИ тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнакансемшĕн праçниксен праçникĕ - Аслă Мăнкун типпи - пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Ун умĕн пĕр эрне маларах вара çынсем Çăварни уявĕнче савăнма, пар ут кỹлнĕ капăр урхамахсемпе катаччи чупма, юрласа-ташласа савăнма, çав вăхăтрах пĕр-пĕрне çу çинче çатăртатса пиçнĕ икерчĕпе сăйлама пултараççĕ. Чылай чухне çак эрнерех ялсенче хĕле ăсатаççĕ, катемпие çунтарса çур пикене кĕтсе илеççĕ.

Кăçалхи Çăварни пуш уйăхĕн 4-10-мĕшĕсенче килет. Вырсарникун пĕр-пĕринчен каçару ыйтнă хыççăн вара тунтикун çичĕ эрнене тăсăлакан типĕ пуçланать.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика