Сахалрах тÿлĕпĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 25.02.2019, 14:55 Просмотров: 343

Чăваш Енри ял çыннисем йăлари хытă каяшсене илсе кайнăшăн сахалрах тÿлеме тытăнĕç: тарифа 20 процент чакарĕç. Çакă район центрĕсенче пурăнакансене пырса тивмĕ. Çÿп-çапа тирпейлекен регион операторне çакăн пек йышăну тума хушнă. Чăваш Ен строительство министерствинче халĕ ку енĕпе нормативсене улăштараççĕ.

Ялсемпе хуласенче мĕн чухлĕ çÿп-çап илсе тухнине тĕпчесси вăраха каять. Çулталăкăн кашни тапхăрĕнче – хĕллепе çулла, çуркуннепе кĕркунне уйрăммăн шутламалла. Çапла майпа кăçалхи декабрь уйăхĕнче тин çĕнĕлле тÿлеме пуçлатпăр. Унччен ялта пурăнакансене валли урăх хак çирĕплетнĕ: пропискăри пĕр çыншăн – 60,71 тенкĕ.  Хула çыннисемпе  район центрĕнче пурăнакансен малтанхи пекех 76 тенке яхăн тÿлемелле.

Яндекс.Метрика