Çăмăллăхпа камсем усă кураççĕ-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2019, 09:17 Просмотров: 391

Йăлари хытă каяшшăн тỹлевпе татăлакансене компенсаци тивĕçет теççĕ. Çак çăмăллăхпа камсем усă кураççĕ-ши?

И. Петров. Патăрьел ялĕ.

Ыйтăва хуравлама районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникне Н. Никитинăна ыйтрăмăр:

- Йăлари хытă каяшшăн тỹлемелли тарифа çирĕплетнĕ хыççăн унпа татăлассинче хăш-пĕр улшăну пулчĕ. Çавна май федераци çăмăллăхĕпе усă куракансен 84 процентне (сусăрсене, çемьере сусăр ачасем пуррисене) компенсаци параççĕ. Маларах çакнашкал пулман.

Вăрçă инваличĕсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, Ленинград блокадинче пурăннисен паллине тивĕçнисене, вилнĕ вăрçă инваличĕн çемье членĕсене, çар ĕçĕн ветеранĕсене, радиаци илнисене компенсаци тухать.

Тĕплĕнрех пирĕн пата килсе паллашма пултаратăр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика