Нарăсăн 7-мĕшĕнче çур çĕр иртсе икĕ сехетсенче Сăкăтри Кушниковсен хуçалăхĕнче вут-çулăм алхасма пикеннĕ. Районти пушар чаçĕнчен, Кзыл Чишмаран та инкек пулнă вырăна пушар машинисем вăхăтра çитнĕ пулин те пỹртри арçынна çăлса хăварайман. 57 çулхи çемье пуçлăхĕ тĕтĕмпе чыхăнса вилнĕ. "01" служба инспекторĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, инкекĕн сăлтавĕ - арçын пỹртрех чикарккă туртни, асăрханманни.
Çулталăк пуçланнăранпа районта 6 пушар пулнă. Мухтав Турра, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 3 тĕслĕх сахалтарах.
Август 2026 |
