Çĕнĕ çĕре куçнă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2019, 09:00 Просмотров: 449

Патăрьелĕнчи васкавлă пулăшу службин подстанцийĕ юсав ĕçĕсем ирттерсе çĕнелнĕ çурта куçнă. Унчченхи сельхозтехника çумĕнчи "Родник" профилактори зданинчи алăксемпе чỹречесене хальхи йышшисемпе улăштарнă, шалта та хăтлăх кĕртнĕ. Çавăн пекех "03" службăра тăрăшакансем валли ятарлă пỹлĕмсем тунă.

Медицина коллективĕн савăнăçне пĕрле пайлама Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ И. Виноградова, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Г. Петрова кăмăл тунă.

А. Иванов

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика