Кам пуласса шкултах палăртайччăр

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2019, 10:09 Просмотров: 308

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисен семинарĕ иртрĕ. Вăл "Федераци патшалăх вĕрентỹ стандарчĕпе килĕшỹллĕн ачасене професси суйлама пулăшас" темăпа пулчĕ.

Унăн ĕçне район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Г. Каллин, "Ĕç сыхлавĕн "Эталон" центрĕ" пĕрлешĕвĕн сăнав лабораторийĕн начальникĕн çумĕ С. Афанасьев хутшăнчĕç.

Малтанах семинара килнисем шкулпа паллашрĕç. Практика пайĕнче уçă уроксенче, мастер-классенче, класс тулашĕнчи мероприятийĕсенче пулчĕç.

Шкул директорĕ Т. Калашникова умра тăракан тĕллевсене палăртрĕ. Вăл ачасен ĕç патне туртăнас туйăмне аталантарса професси суйласа илес интересĕсене хускатнине, вĕсем ĕç рынокĕнчи тата ĕçпе тивĕçтерес центрсенчи вакансисемпе интересленме пуçланине каларĕ.

И. Рубцова ачасем сусăрланасран асăрханса ирттермелли, грипп тата вируслă инфекци чирĕсем ересрен сыхланмалли профилактика мероприятийĕсене пурнăçа кĕртсе пымалли çинчен каларĕ. Çитĕнекен ăрăва "Контингент" тата "Навигатор" системисенчи программăсемпе килĕшỹллĕн хушма пĕлỹ илме явăçтарассине шута илме сĕнчĕ.

Терроризм хăрушлăхĕн ыйтăвĕсем çинче Г. Каллин чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе йышăннă документсемпе паллаштарчĕ, вĕрентỹ учрежденийĕсене кĕрсе тухмалли йĕркене çирĕп- летмеллине каларĕ.

С. Афанасьев вара ĕç вырăнĕсене аттестацилес йĕрке пирки пĕлтерчĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика