Республикăри кадетсем I форума пухăннă
Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă республикăри кадетсен I форумĕ иртнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен кадет корпусĕнче пĕлÿ илекенсене вĕренме-аталанма пур услови туса панине палăртнă. Офицерсене кадетсемпе çыхăну йĕркеленĕшĕн, ашшĕ-амăшне ачисене тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав тунă вăл. Малашне пысăк конкурс витĕр тухнисем кăна кадетсен йышне кĕме пултарнине каланă. Михаил Васильевич республикăри чи лайăх çамрăк армеецсене Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен «ЮНАРМИЯ» çарпа патриотизм общество юхăмĕн удостоверенийĕпе паллине панă. ЧР вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов кадет юхăмĕ вăйланса пынине палăртнă. Вăл каланă тăрăх, республикăри шкулсенче 195 кадет класĕ уçнă, унта 4560 ача пĕлÿ илет. Çакăнта йĕркеленĕ Попечительсен канашĕн канашлăвĕнче Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕпе республикăри Ашшĕсен канашĕ çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пĕрле ĕçлесси çинчен килĕшÿ алă пуснă.
Вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвне сÿтсе явнă
Раççей наука кунĕнче Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн /РАНХиГС/ Шупашкарти филиалĕнче Пĕтĕм Раççейри X ăслăлăх-практика конференцийĕ иртнĕ. «Вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвĕн хальхи чĕнĕвĕсемпе туртăмĕсем» ятпа йĕркеленĕскерне Шупашкар хулине туса хунăранпа 550 çул çитнине халалланă. Конференцие патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсем, ученăйсемпе экспертсем, Чăваш Республикинчи, Самар тата Тюмень облаçĕсенчи, Хабаровск, Чулхула, Мускав хулисенчи аслă шкулсен ĕçченĕсем хутшăннă. Мероприятие килнисене РАНХиГСăн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Игорь Голышев Наука кунĕпе саламланă.
Пирĕн çамрăксем те пур
Професси сообществисемпе рабочи кадрĕсен аталанăвĕн агенстви чи лайăх çамрăк профессионалсен рейтингне хатĕрленĕ. Çак йыша çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакан 268 яшпа хĕр кĕнĕ. Чи пултаруллисен хушшинче Чăваш Ен çамрăкĕсем те пур: Шупашкарти электромеханика колледжĕнче вĕренекен Александр Павловпа Александр Мусатов, строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕн студенчĕ Максим Чернов, экономикăпа технологи колледжĕн производство вĕрентĕвĕн мастерĕ Ольга Теплова, апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕн мастерĕ Евгений Краснов.
Вулакан çемьесене шыраççĕ
Çемйипех кĕнеке вулакансене тупса палăртас тĕллевпе республикăра «Чи нумай вулакан çемье» конкурс ирттереççĕ. Унта çемйипех библиотекăна çÿрекен çемьесене хутшăнма йыхравлаççĕ. Кăмăл пулсан Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электрон почтăна заявка ямалла. Çĕнтерÿçĕсене çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче чыслĕç.
Явап тыттарнă
Çĕнĕ Шупашкар прокуратури социаллă интернетра экстремистла материалсем вырнаçтаракансене тупса палăртас ĕçе вĕçленĕ. Социаллă сетьри пĕр çыннăн страницинчи видеора нацистсен палли – свастика – фильм тăршшĕпех курăннă. Страница хуçине тупса палăртнă, административлă майпа айăпланă. 2000 çулта çуралнă Çĕнĕ Шупашкар каччин 1000 тенкĕ штраф тÿлеме тивнĕ. Сăмах май, нацистсен паллине сарнăшăн 15 талăка арестлеме пултараççĕ.
Август 2026 |
