Юбилейсене хатĕрленсе

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2019, 09:55 Просмотров: 398

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă хушупа килĕшÿллĕн 2019 çулта Шупашкара йĕркелесе янăранпа 550 çул, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлăпăр.

Çавна май уявсене хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн председателĕ _ Раççей культура министрĕ Владимир Мединский. Çак кунсенче Владимир Ростиславович ĕçлĕ çул çÿревпе Шупашкарта пулнă. Владимир Мединский Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ калаçу ирттернĕ хыççăн Правительство çуртĕнче Республика тĕп хулине йĕркелесе янăранпа 550 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнипе çыхăннă уявсене хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвне ертсе пынă.

_ 2018 çултан пуçласа уявăн тĕп мероприятийĕсене пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма пуçларăмăр, _ тенĕ вăл. _ Пур çăл куçа шута илсен, пурĕ 627,4 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ, вĕсенчен 429,9 миллионне федераци бюджетĕнчен уйăрмалла, 179,3 миллионне _ Чăваш Ен бюджетĕнчен, ыттине – бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен.

Иртнĕ çул республикăри 21 культурăпа кану учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçланă, культура еткерлĕхĕ шутланакан сакăр объектра — реставраци ĕçĕсем. Вĕсене йĕркене кĕртме 194,1 миллион тенкĕ кирлĕ пулнă, 139 миллионне федераци бюджетĕнчен куçарса панă.

Министр Чăваш Ен культура енĕпе федераци программисене хастар хутшăнса ĕçленине ырланă. Сăмахран, 2017-2018 çулсенче «Вырăнти культура çурчĕ» проектпа килĕшÿллĕн 64 культура çуртне юсанă, 49-шне хальхи йышши хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмпе 82,1 миллион тенкĕ кайнă, çав шутра 70,8 миллионĕ — федераци куçарса пани.

Михаил Игнатьев республика юлашки çулсенче культура тытăмĕпе танах туризма аталантарас, çул-йĕр тăвас тата юсас, ял хуçалăхне аталантарас, халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсем пирки те чарăнса тăнă. Чăваш Ен хальхи вăхăтра Раççейĕн 11 наци проектне пурнăçа кĕртме хутшăнать.

Культура министрĕ Владимир Мединский ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Шуршăлти космонавтика музейне çитсе килнĕ, Шупашкар хулинчи Искусствăсен академийĕнче пулнă, Чăваш патшалăх филармонийĕнче пыракан реконструкци ĕçĕсемпе паллашнă, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче республикăри культурăпа искусство ĕçченĕсемпе тĕл пулнă.

А.Иванов

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика