АВТОМАШИНА хуçисем водитель удостоверенийĕсĕр тăрса юлнин сăлтавĕсенчен пĕри _-ỹсĕрле çула тухни. Тепĕр чухне вара пĕр черкке ĕçмесĕрех, урă пуçпах çул-йĕр инспекторĕсен аллине çакланса вăхăтлăха правасăр юлма та пулать иккен.
РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн административлă законодательствăпа ĕçлекен инспекторĕ Владимир Рубцов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ уйăх вĕçĕнче çеç районти миравай суд пĕр водителе çур çуллăха автомашинăпа çỹреме ирĕк паракан праваран хăтарнă. Ăна РФ КоАПăн 12.5 статйин 3 пайĕпе айăпланă. Çул-йĕр инспекторĕсем çырнă протокол тăрăх водителĕн автомашина çинчи малти çутă приборĕсем требованипе килĕшỹллĕн пулман. Кирек мĕнле автомашина та тỹрĕ те тикĕс çула çеç мар, ăна хăйĕн хуçи кирлĕ пек пăхса, юсаса тăнине те юратать.
Август 2026 |
