Черетлĕ кану каçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2019, 10:25 Просмотров: 314

Театр çулталăкне уçнă май Пăлапуç Пашьелĕнчи культура çур- тĕнче "Чаршав уçăлсан" кану каçĕ иртрĕ. Çавна май "Фантази" клуб членĕсем куракансене "Ĕç - пурнăç тыткăчи", "Военкоматра" инсценировкăсем кăтартрĕç. Вĕсем ял халăхне культурăпа çывăхлатма пулăшаççех.

З. Степанов ертсе пыракан "Пашьел" фольклор ансамблĕ чăваш халăх юррисене сцена çине кăларчĕ. Ялти шкулăн тăххăрмĕш класĕнче вĕренекенĕсем ку чухнехи ташăсемпе тыткăнларĕç. Çавăн пекех çитĕнекен ăру туслăх, ырăлăх, юрату, тăван ен юррисене шăрантарчĕ.

В. Мешковăн шỹтлĕ сăвви пурин кăмăлне те уçрĕ. Ял халăхне малашлăхра та кану каçĕсемпе килентерме палăртаççĕ вырăнта.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика