Концертран - тулли кăмăлпа

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2019, 10:01 Просмотров: 397

ЮРĂ-КĔВĔ çыннăн кăмăлне çĕклет, хавхалантарать çеç мар, пурăнма та вăй-хăват хушать. Нумай пулмасть Кĕçĕн Арапуçĕнчи клубра тĕп хуламăртан килнĕ юрăçсем ял халăхне чылай вăхăтлăх хавхалану парса хăварнине хĕпĕртесе пĕлтерчĕ хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ Василий Селиванов. Чăваш Республикин паллă артистки Людмила Семенова ерсе пыракан ушкăн куракансене икĕ сехете яхăн хăйсен юрри-кĕввипе тыткăнланă. Вĕсем хушшинче хамăрăн ентешĕмĕрсем, Александр Сорокинпа Алексей Казанцев, пулни çынсене пушшех те хавхалантарнă. Алина Акăшпи сĕрме купăспа каланине куçпа курни те ватти-вĕттишĕн чылайлăха асра юлĕ. Вĕсем шăрантаракан кашни юрă хыççăн тăвăллăн алă çупни те çакнах çирĕплетсе панă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика