Пăлхану пулман

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2019, 20:07 Просмотров: 529

 

Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти 12 шкултан 11500 ытла вĕренекенпе учителе эвакуациленĕ. Унсăр пуçне тата икĕ суту-илÿ центрĕнче пулнисене те пÿлĕмсене пушатма ыйтнă. Унта полицейскисем, саперсемпе çăлавçăсем ĕçленĕ. Бомба хуни çинчен пĕлтерни суя пулни паллă. Юлашки кунсенче çавăн пекех çĕршывăн чылай тăрăхĕнчи çынсене эвакуациленĕ.

Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх кăрлач уйăхĕнче çĕршыври хăш-пĕр хулара бомба хуни çинчен калакан суя çырусемпе шăнкăравсем пулнă. Çавна май пирĕн республикăри вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисене çакăн пирки асăрхаттарнă. Çавăнпа пĕлÿ çурчĕсенче пăлхану пулман, ачасемпе вĕрентекенсем чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас пулсан хăйсене мĕнле тытмалли вĕренÿ тренировкисенчи пĕлÿпе усă курнă.

А. ИЛЬИН

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика