Еншикре пурăнакан 35 çулхи арçын пирки айăплав приговорĕпе суд преступлени тăвакана 8 çуллăха ирĕкрен хăтарма йышăннă. Ăна РФ УКăн 111 статйин 4 пайĕпе (пĕлсе тăрса теприн сывлăхне вилмеллех сиен кỹни) килĕшỹллĕн айăплаççĕ.
Вăл 2018 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче хĕрĕнкĕлле хăйсен килĕнче 88 çулхи ватă çынна вырăн çинчен чышса янă, ун хыççăн ăна çурăм шăмми хуçăлмаллах хĕнесе пĕтернĕ. Çак пăтăрмаха унăн амăшĕ курнă, тỹрех кỹршĕ-аршăран пулăшу ыйтма васканă. Ватă çынна тỹрех сиплев учрежденине илсе кайнă, анчах йывăр сурансене чăтаймасăр вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Т. ПРЫГУНОВА, РФ Следстви комитечĕн Чă-ваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следователĕн пулăшуçи
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
