А. Фуражникова ячĕпе- Тав çырăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.01.2019, 14:33 Просмотров: 312

ÇАК кунсенче Еншикре пурăнакан А. Фуражникова ячĕпе Чăваш Республикин прокурорĕнчен В. Пословскинчен Тав çырăвĕ çитнĕ. Василий Митрофанович Александра Федоровнăна - хальхи вăхăтра Етĕрне районĕн прокурорĕнче тăрăшакан ывăлне - Юрий Фуражникова - тивĕçлĕ воспитани панăшăн, унăн ĕçри çитĕнĕвĕсемшĕн, саккунлăхпа йĕркелĕх хуралĕнчи пысăк тỹпишĕн, граждансен правипе общество интересĕсене хỹтĕленĕшĕн чĕререн тав тунă. Çырура вăл тепĕр савăнăçлă хыпар та пĕлтернĕ. Ентешĕмĕрĕн професси ăсталăхне, пултарулăхне Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕ "Раççей Федерацийĕн прокуратурăн хисеплĕ ĕçченĕ" паллăпа чысланă.

Ю. Фуражников район прокурорĕнче те чылай çул ĕçлерĕ. Юрий Алексеевича пысăк награда илнĕ ятпа саламлатпăр, малашнехи çăмăл мар ĕçре ăнăçу та çитĕнỹ сунатпăр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика