Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Василий Бородкин ертсе пыракан "Утмăлтурат" ансамбль Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче иртекен пур мероприятие те хутшăнма, халăха юрă-ташăпа савăнтарма тăрăшать. Нумай пулмасть вĕсем Чăваш наци радиовĕнче Олег Прокопьев ертсе пыракан "Çичĕ юрă" программăна хутшăннă.
Ансамбле çỹрекенсем чăваш халăхĕн 100 пин юрринчен çиччĕшĕнпе -"Ватăлатпăр çав тăван, ватăлатпăр", "Çулçă тăкăнать", "Тăванлăх юрри", "Ỹкеççĕ çулçăсем", "Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет", "Тавах сире" - паллаштарнă. Хăйсене мĕншĕн шăпах вĕсем килĕшнине каласа кăтартнă.
Ентешсен пултарулăхне çитес вырсарникун, октябрĕн 6-мĕшĕнче, 17 сехетре эфира тухакан "Çичĕ юрă" передачăра итлесе хаклама пулать
Май 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 |
6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 |
13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 |
20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 |
27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |