Кĕлĕ туса йывăç çуне сĕрни

Категория: Публикации Опубликовано: 29.03.2024, 20:07 Просмотров: 89

 (соборование) Чиркỹ йĕркипе ку ĕçе çичĕ пачăшкан пĕрле пухăнса тумалла. Çавăнпа ăна ушкăнпа пухăнса çу сĕрни теççĕ. Ку ĕçе пачăшкă пĕччен те тума пултарать. Ăна тунă чухне чирлекенĕн чунĕпе ỹчĕ тỹрленччĕр тесе Турăран тивлет ыйтаççĕ. Сĕтел çине малтан чашăкпа тулă, хĕрлĕ эрехпе хутăштарнă йывăç çăвĕ (чашăк варрине) лартаççĕ. Чашăк тавра вĕçĕсене çĕр мамăкĕ чĕркенĕ çичĕ шăрпăк чиксе çаврăнаççĕ, çичĕ çурта çутса лартаççĕ. Унтан пачăшкă çăва тасатмалли кĕлĕ, унтан çичĕ Евангели вулать. Вуламассерен: "Турă, çак чирлĕ çынна чун чирĕнчен те, ỹт чирĕнчен те сываттăр", - тет. Çамкине, сăмси шăтăкĕсене, пит çăмартисене, çăварне, кăкăрне, аллине кĕлĕ туса тасатнă çупа хĕреслĕ сĕрсе тухать. Вăл юлашкинчен çылăхсене каçарттаракан кĕлĕ вулать, ăна вуланă чухне чирлекен çын пуçĕ çине Евангели уçса хурать. Чир вăраха кайсан, сывă мар çыннăн кăмăлне кура, çу сĕрес йĕркене тата та тума юрать.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика