ИТ-класра вĕренеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.03.2024, 20:01 Просмотров: 71

Маларахри çулсенче анлă профильлĕ специалистсем кирли пирки питех калаçман та. Водителе е механизатора вĕренсе тухни автомашинăпа, тракторпа çăмăллăнах ĕçлеме май панă. Анчах паян пачах урăхла. Пур çĕрте те автоматика. Комбайн-тракторпа вăй хумашкăн та информатикăна тĕплĕн пĕлмелле. Унсăрăн техникăна вырăнтан та хускатаймăн. Çавăнпа та патшалăхăн федераллă вĕрентỹ стандарчĕпе килĕшỹллĕн ачасене шкулсенче пĕлỹ парас ĕçе те çĕнĕлĕхсем кĕрсех пыраççĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта, акă, ИТ-класс уçăлчĕ. Унта вуннăмĕшсем çырăннă. Çитĕнекен ăру информатикăпа, математикăпа, физикăпа тĕплĕнрех пĕлỹ илет. Занятисене Валерий Гранатский, Тамара Журавлева, Сергей Чапрасов, Петр Александров вĕрентекенсем ирттереççĕ. 19 ача хăйсен пурнăçне техникăпа çыхăнтарма ĕмĕт тытнă.

Шкул администрацийĕ ачасен интересне тĕпе хурса информатика технологийĕсене малалла вĕренсе алла илме май паракан аслă шкулсемпе те çыхăну тытать. Вĕренекенсем Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕн специалисчĕсемпе тĕп хулари электромеханика заводĕнче тĕл пулура пулчĕç. Ульяновск патшалăх техника университечĕн студенчĕсем вара шкула тĕл пулăва килчĕç. Çĕнĕ Ахпỹртри Евгений Мартышкин фермер патне çитсе курни те ачасен малашлăх вĕренĕвне тĕллевлĕ илсе пыма май паракан шухăшĕсене çирĕплетрĕ.

 Антонина ГРАНАТСКАЯ, шкул директорĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика