Çăлкуçа куç пек упрар

Категория: Публикации Опубликовано: 29.03.2024, 19:59 Просмотров: 78

 Чăваш Республикинчи Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли тата Раççей Федерацийĕнчи Çемье çулталăкĕсене халалласа "Чăваш Енри муниципалитет округĕсенчи чи лайăх çăлкуç" конкурс ирттерме палăртнă.

Сăмах май каласан, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ те çулталăк пуçламăшĕнчех хамăр пурăнакан тавралăха, шыв управĕсен территорине тирпей- илем кĕртме, çут çанталăк пуянлăхне упрама, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кашни çăлкуçа хỹтлĕхе илсе вĕсене хăтлăлатма, çак ĕçри хастарсене палăртма тĕллев лартрĕ. Вĕсем пирĕн муниципалитет округĕнче сахал мар: 31 çăлкуç тата 18 пĕчĕк юхан шыв.

Конкурса хутшăнакансен (уйрăм çынсен, хастар çемьесен, коллективсен) чăн малтанах мĕнле ĕçсем пурнăçламалла-ха?

 - хỹтлĕхе илнĕ çăлкуçа тасатса территорине хăтлăлатмалла;

- ун патне пыракан çул меллĕ те чăрмавсăр пулмалла;

- çăлкуç территорине информаци стенчĕсем вырнаçтармалла;

- вырăнти çынсемпе тăван тавралăха упрас тата тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе калаçусем йĕркелемелле.

Конкурса хутшăнакансен материалĕсене 2024 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 6-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Ăна Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электрон адреспа ярса памалла, "Патăрьел муниципалитет округĕнчи чи хăтлă çăлкуç" конкурса тесе палăртмалла.

Конкурса мунициалитет шайĕнче 2024 çулхи майăн 13-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика