Çĕнĕ шкулсем çĕкленеççĕ, киввисене юсаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.01.2024, 18:07 Просмотров: 229

Владимир ПУТИН, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

 - Çыннăн ăнăçлă малашлăхĕ вĕрентỹ пахалăхĕнчен тата вăл мĕн пĕчĕкрен нумай енлĕ аталаннинчен килет. Çакăн пек майсене çĕршывăн пур регионĕнче те туса памалла. Эпир шкулсем тата ача сачĕсем хута яратпăр. Хăй вăхăтĕнче 2019-2024 çулсенче 1300 шкул уçма палăртрăмăр, вĕсенче пĕр миллион ытла ача вĕренĕ. Строительствăна вĕçлесен вĕрентỹ уçлăхне час-часах çĕнетмелли çул çине тăмалла. Шкулсене, ача сачĕсене аса илтермесĕр, асăрхаттармасăр, хушмасăр юсама тытăнмалла, вĕренỹре кирлĕ оборудованисене туянмалла, хальхи йышши технологисемпе тата вĕренỹ меслечĕсемпе усă курассине йĕркелемелле. Вĕрентỹ заведенийĕсене вĕрентекенсен, вĕренекенсен, ашшĕ-амăшĕн шухăшне тĕпе хурса юсамалла. Шкул хăтлăрах, хитререх, унта вĕренес хавхалану пултăр тесен мĕн тумалли вĕсене лайăхрах курăнать.

Олег НИКОЛАЕВ,

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

- Наци проекчĕсем валли пысăк укçа уйăраççĕ. Ку граждансен пурнăçне лайăхлатма кирлĕ. Пурнăçа лайăхлатма тенĕрен, çынсен тупăш шайĕ пĕчĕккине кура Чăваш Еншĕн ку пушшех пĕлтерĕшлĕ. Укçа пирки калас-тăк - республикăра наци проекчĕсене пурнăçлама 2019-2024 çулсенче 83,7 миллиард тенкĕ уйăраççĕ.

 Чăваш Республикинче 12 наци проекчĕ - "Вĕрентỹ", "Сывлăх сыхлавĕ", "Культура", "Демографи", "Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ", "Экологи", "Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх", "Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт", "Цифра экономики", "Ĕç тухăçлăхĕ тата ĕçпе тивĕçтересси", "Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем", "Туризм" - пурнăçланса пыраççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те çулсеренех наци проекчĕсен пулăшăвĕпе ялсене хăтлăлатаççĕ, сывлăха çирĕплетме спорт лапамĕсем уçаççĕ, клубсемпе шкулсем çĕклеççĕ, юсаççĕ тата ытти те. Малашне эпир уйăхне пĕрер тĕллевлĕ страница кăларасшăн. Çавна май паян "Авангард" хаçат тĕпелне Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникне Ирина Рубцовăна чĕнтĕмĕр. Ирина Петровнăна "Вĕрентỹ" наци проекчĕ вырăнта мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе паллаштарма ыйтрăмăр.

- Наци проекчĕсен тĕп тĕллевĕ - халăхăн пурнăçне лайăхлатасси, хăтлăлатасси, ăна ырă енне улăштарасси. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме тĕрлĕ шайри бюджет укçи-тенкине хываççĕ, инвесторсене явăçтараççĕ. Ирина Петровна, "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн ĕçе кĕртнĕ тата çĕнетнĕ объектсем çинче чарăнса тăрар-ха?

- 2020-2021 çулсенче "Ку чухнехи шкул" регион проекчĕпе килĕшỹллĕн Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта 120 вырăнлăх хушма çурт çĕкленĕ. Çакăнта 113325950 тенкĕ укçа уйăрнă. Çапла вара кунта иккĕмĕш смена ыйтăвĕ тỹрремĕнех татăлчĕ.

2021 çулта "Шкул çулне çитмен муниципаллă вĕрентỹ организацийĕсене тĕпрен юсасси" регион проекчĕпе килĕшỹллĕн Шăнкăртамри "Ромашка" ача садне 8283191 тенкĕ укçа хывнă.

2020-2021 çулсенче "Муниципаллă вĕрентỹ организацийĕсене тĕпрен юсасси" регион проекчĕпе килĕшỹллĕн Хирти Пикшикри вăтам шкул çуртне сăн кĕртме 37954320 тенкĕ укçа расхутланă.

2021 çулта "Муниципаллă вĕрентỹ организацийĕсене тĕпрен юсасси" регион проекчĕпе килĕшỹллĕн Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкула çĕнетме 69385530 тенкĕ укçа янă. Халĕ кунти пĕлỹ çурчĕ хуларисенчен пĕрре те кая мар.

2023 çулта "Муниципаллă вĕрентỹ организацийĕсене тĕпрен юсасси" регион проекчĕпе килĕшỹллĕн Хирти Пикшикри вăтам шкул территорине тирпей-илем кĕртме 10826810 тенкĕ укçа уйăрнă. Çак проектпах кăçал Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула çĕнетме 73717200 тенкĕ укçа килмелле, 2025 çулта Турханти вăтам шкула çĕнетме 51472600 тенкĕ яма пăхнă.

 - Патшалăх çитĕнекен ăрăва пысăк тимлĕх уйăрать, çĕршыв малашлăхĕ шутланакан çамрăксем ăслă-тăнлă, анлă тавракурăмлă, çирĕп сывлăхлă çитĕнччĕр тесе тăрăшать. Чăваш Республикинчи "Вĕрентĕве аталантарасси" патшалăх программипе килĕшỹллĕн пурнăçланса пыракан "Кашни ачан çитĕнĕвĕ" регионти проект пирки те асăнса хăварсан вырăнлă пулĕччĕ...

- Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2019 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен муниципалитетри кашни ачана уйрăммăн (персонифицированнăй) финансламалли йĕрке вăя кĕнĕ. Асăннă системăпа хушма пĕлỹ паракан Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх çурчĕ, ăсталăх çурчĕ тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК ĕçлеççĕ.

"Кашни ача çитĕнĕвĕ" регион проекчĕпе килĕшỹллĕн ачасене хушма пĕлỹ пухма 2019 çулта 1015600 тенкĕ, 2020 çулта - 4013524, 2021 çулта - 5451120, 2022 çулта - 5741750, 2023 çулта 5919500 тенкĕ уйăрнă, кăçал 6485840 тенкĕ укçа килмелле.

 - Шкулсенче "Точка роста" центрсем ĕçе кĕнине палăртар-ха...

- "Вĕрентỹ" наци проекчĕн"Хальхи вăхăтри шкул" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн çĕршыври вĕренỹ учрежденийĕсенче цифрăллă тата гуманитари профильлĕ "Точка роста" центрсем уçăлчĕç. Пирĕн муниципалитет округĕнче те 14 вĕренỹ учрежденийĕнче ĕçе кĕчĕç вĕсем. Паян вĕсенче ачасем хавхалансах хăйсен пĕлĕвне малалла аталантараççĕ. Центрсенче вĕренекенсене тарăн пĕлỹ илме мĕн пур услови çителĕклĕ: интерактивлă комплекс, квадракоптер, манекер тренажерĕсем, принтерсемпе сканерсем, ноутбуксем тата ытти те. Ку чухнехи электронлă техника вĕренекенсене тарăн пĕлỹ илме пулăшать. Вĕренỹ программисем те çĕнĕ.

"Точка роста" центрсем ачасене математика, технологи, информатика, ОБЖ, предмечĕсемпе уйрăмах тарăн пĕлỹ илме пулăшаççĕ. Вĕрентỹ технологийĕн çĕнĕ мелĕсем проект ĕçĕсене пурнăçлама, вĕрентỹри паха пĕлĕве алла илме, малашнехи пурнăç çулне палăртма та май параççĕ. Çакăншăн шкул ачисемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă.

 - Ĕçри çитĕнỹ - кадрсенче. Вĕсем çителĕклĕ-и? "Земство учителĕ" патшалăх программи мĕнле пурнăçа кĕрет?

 - Муниципалитет округĕнчи шкулсенче 458 педагог ĕçлет. Вĕсенчен 93 проценчĕ аслă пĕлỹллĕ, 23,9 проценчĕ аслă категориллĕ. "Земство учителĕ" программăпа 3 çамрăк ĕçе вырнаçнă. Иртнĕ çул Педагог тата наставник çулĕ пулнăран 17 çамрăк çумне ăста вĕрентекене çирĕплетнĕ.

- Вĕрентекенсен ĕçне ачасен пĕлĕвĕпе хаклаççĕ. Ку енĕпе мĕн каланă пулăттăр?

- Пĕлỹ парассипе ялти шкулсем хуларисенчен кая мар ĕçлеççĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче 100-шер балл ытла пуçтарса республикăри малти 5 вĕренỹ учрежденийĕ шутне кĕни те çакна çирĕплетет. Аттестат илнисем хăйсен пĕлĕвне аслă вĕренỹ заведенийĕсенче малалла тăсаççĕ. Республика шайĕнчи олимпиадăсенче мала тухакансем хушăнса пыни те савăнтарать.

- Ял пурнăçне килĕштерекенсене валли вырăнтах пĕлỹ илмелли условисем те пур-ха ĕнтĕ.

- Çапла. Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче малалла вĕренме пулать. Е Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта агрокласс пур. Унта пĕлỹ пухакансем тĕп хулари аграри университетне вĕренме кайма кăмăллаççĕ.

 - Шкулсенче тĕрлĕ кружок, секци ĕçлени те кăмăллă паллах...

- Кирек хăш ача та уроксем хыççăнхи пушă вăхăтра хăйне майлă килĕшекен занятие явăçтăр тетпĕр. Волонтерсен, "Малтисен" (Движение первых), "Юнармия" юхăмĕсем... вăй илсех пыраççĕ. Шкулсенче театр студийĕсем ĕçе пикеннĕ. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем республикăри шкул театрĕсен "Асам" фестивальне хутшăнчĕç. Музейсем уçăлнă. Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти уçă пĕлĕт айĕнчи музей экспонатсемпе пуянлансах пырать. Патриотла воспитани парасси аван. "Манăн çул çỹрев кĕнеки" проектпа килĕшỹллĕн экскурсисене тухаççĕ. Ачасем Чăваш Енри культура, вĕрентỹ, наука, сывлăх сыхлавĕ, промышленность, ял хуçалăх объекчĕсенче экскурсисенче пулчĕç. Сывлăха çирĕплетмелли спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ. ГТО нормативĕсене параççĕ тата ытти те.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта Раççей Федерацийĕн спорт министерстви пулăшăвĕпе "Самбо - шкула" вĕрентỹпе спорт проекчĕ ĕçе кĕчĕ.

Кзыл Чишмара "Сэлэт-Батыр" вĕрентỹ центрĕ уçăлни те питĕ вырăнлă. Унта мал ĕмĕтлĕ çамрăксем хăйсен пултарулăхне тата та аталантарма пултараççĕ. Профильлĕ лагерьте туризма, физкультурăпа спорта килĕштерекен ачасем канчĕç. Вĕсемпе аслисем вĕренỹ занятийĕсем, мастер-классем иртерчĕç.

- Ачасене вĕренỹ заведенийĕсене шкул автобусĕсем турттараççĕ. Ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех?

- Шкул автобусĕсен паркĕ пуян: 22 техника. Çĕнĕ çул умĕн çеç пире 5 автобус парса савăнтарчĕç.

Пĕтĕмлетсе каласан, çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталанса ỹсме майсем çителĕклех. "Вĕрентỹ" наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пыни куç умĕнчех.

- Тавах калаçушăн.

Хаклав

Людмила ЛЯЛИНА, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул директорĕ:

- "Вĕрентỹ" наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пыни чăннипех те савăнтарать. Кăçал, акă, пирĕн шкул инфратытăмне çĕнетмешкĕн пысăк укçа-тенкĕ уйăрнă. Çывăх вăхăтра юсав ĕçне пикенесшĕн.

Иртнĕ çул ку чухнехи физкультурăпа спорт зони хута кайнишĕн хĕпĕртетпĕр. Ачасене пур енлĕн аталанса ỹсмешкĕн патшалăх çакнашкал услови туса панишĕн çитĕнекен ăрăвăн ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА калаçнă

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика