Аллу çăмăл пултăр, Глеб!

Категория: Публикации Опубликовано: 16.01.2024, 17:59 Просмотров: 280

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнчи Мăшăрлану керменĕнче 2024 çула ырă хыпартан Патăрьелĕнче пурăнакан Иванпа Ирина Сергеевсем пуçланă. Аçтаха çулталăкĕнче вĕсен çемйинче çуралнă виççĕмĕш пепкене, ывăл ачана, пĕрремĕш номерпе регистрациленĕ. Çавна май Раççей Федерацийĕнче ят панă кăçалхи Çемье çулталăкĕнче вĕсем тепĕр ята - нумай ачаллă ашшĕпе амăшĕн статусне те - йышăннă. ЗАГС пайĕ Сергеевсене çак ятпа Патăрьел мунициалитет округĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн ăшă саламне çитернĕ, çемьене ачасене тивĕçлĕ воспитани парса тĕрĕс çул çине тăратма ăнăçу суннă.

Сăмах май каласан, иртнĕ çул çемьене йыш хушнă арçын ачасенчен ытларахăшне Роман, Карим, Ислам, Егор, Илья, Александр ят хунă. Хĕрачасенчен вара Амелия, Карина, София, Анна, Кира, Саида ятсене суйласа илнисем чылай. Юлашки вăхăтра çамрăк мăшăрсем ача çуралнине ЗАГС пайне килмесĕрех, патшалăх порталĕпе усă курса "Рождение ребенка" суперсервис урлă та хастар çыртараççĕ. Иртнĕ çул та ĕçĕн 36 процентне çакнашкал çăмăллăхпа усă курса пурнăçланă.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика