Рудольф Селиванов лидерсен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 12.01.2024, 18:30 Просмотров: 395

Чăваш Республикин регион управленийĕн центрĕ (ЦУР) хула тата муниципалитет округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен социаллă сетьсенчи страницисен 2023 çулхи иккĕмĕш çур çулхи рейтингне хатĕрленĕ. Чиновниксене 10 критерипе хакланă. Пысăк балл пуçтарас тесен вĕсен хăйсен страницисене «Контакра», «Одноклассники» тата Телеграмра кирлĕ пек йĕркелесе пымалла пулнă.

Палăртма кăмăллă, лидерсем хушшине Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та кĕнĕ. Сăмах май каласан, Рудольф Васильевич 2023 çулхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсемпе те малтисен ретĕнчеччĕ.

Александр Иванов

Яндекс.Метрика