Çĕнĕ çул уявĕсем спорт меропрятийĕсемпе пуян пулнă

Категория: Публикации Опубликовано: 12.01.2024, 18:27 Просмотров: 361

Нăрваш Шăхалĕнче Мулендеевсен çемйи пуçарăвĕпе çамрăксем мини-футбол турнирĕнче тупăшнă.  Ҫавăн пекех  Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕн Василий Бородкинăн парнисене çĕнсе илессишĕн волейболла вылянă.

    Яланхи пекех Сăкăтсем хăйсен ентешĕсене, тухтăр пулса ĕçленĕ Николай Елкинпа Алексей Казачкова асăнса волейбол тата хоккей турнирĕсем йĕркеленĕ.

Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулта хоккейла выляссипе турнир иртнĕ.

Треньелсем ырă йăлана малалла тăсса Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне Александр Краснова асăнса мини-футболла вылянă.

Кашни спорт мероприяийĕнчех мала тухнисене дипломсемпе, медальсемпе тата парнесемпе чысланă.

Ҫавăн пекех Первомайскинче, Патăрьелĕнче, Ҫĕнĕ Ахпӳртре, Сăкăтра хоккей лапамĕсем, Кĕçĕн Арапуçĕнче тата Кĕçĕн Патăрьелĕнче йĕлтĕр йĕрĕ халăха хапăл пулнă.

Александр Иванов

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика