Сергей Сафьянов конкурсра палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 12.01.2024, 18:21 Просмотров: 405

Çак кунсенче Комсомольскинче патшалăх техника надзорĕн чи лайăх инспекторне палăртнă. Конкурсра инспекторсен хăйсен ăсталăхне, пултарулăхне ăс-тăн конкурсĕнче тата юр çийĕн çỹрекен ятарлă техникăпа (снегоходпа) çỹреме пĕлнине кăтартма тивнĕ.

Професси пĕлĕвĕн ăслайĕсене тишкерсе интеллект конкурсĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнчи Сергей Сафьянов инспектор пуринчен те матурри пулнă. Снегоходпа ăста çỹрессипе вара Улатăр тата Пăрачкав округĕсен инспекторĕ Артемий Устимов палăрнă.

 Çĕнтерỹçĕне халăх сасăлавĕ палăртнă. Пуринчен ытла Элĕк округĕн инспекторĕшĕн Константин Майоровшăн сасă панă. Вăл çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. Ĕçри кăтартусемпе вара Комсомольски округĕн инспекторĕ Сергей Кокарев палăрнă.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика