Кĕçĕн Патăрьелсем хĕллехи субботника кар тухнă

Категория: Публикации Опубликовано: 12.01.2024, 18:20 Просмотров: 324

Тăрăн территори пайне кĕрекен Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче пурăнакансем Çĕнĕ çул уявĕ хыççăнах пĕр шухăшлă пулса хĕллехи субботника кар тухнă (сăн ỹкерчĕкре). Ял масарĕнче кĕркуннепе çуркунне сахал мар тирпейленĕ-ха. Хыт-хурана пуçтарнă, курăксене çулнă, çỹп-çап пуçтарнă тата ытти те.

- Çĕнĕ çула пысăк та пархатарлă ĕçрен пикентĕмĕр. Январĕн 4-мĕшĕнче пĕрремĕш кун ял халăхĕпе пĕрле кар тăрса субботника тухрăмăр. Ял масарĕ йĕри-таврашĕнчи кивелнĕ картасене пăсрăмăр, ăна çĕнетме чăрмантаракан йывăçсене касса тирпейлесех пытăмăр. Йывăç турачĕсене тасатса çунтартăмăр, вуллисене вара сыпăласах пытăмăр. Ĕç кал-кал та кăмăллă пулса пычĕ. Тракторсемпе "Исток" çĕр ĕç фирми (ертỹçи Александр Илюткин), Алексей Петров тата Владислав Хураськин тивĕçтерчĕç, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕ Валерий Рубцов та пысăк пулăшу пачĕ. Виçĕ кун умлă-хыçлă питĕтуслăн тăрăшрăмăр. Сăваплă ĕçе çамрăксем те, çулланнисем те хутшăнчĕç. Малалла та çаплах ĕçлесшĕн. Çĕнĕ карта тытма чăрмантаракан йывăçсене çуркуннечен касса тирпейлемеллех.

Сăмах май каласан, çуркунне шыв-шур типнĕ хыççăнах Кĕçĕн Патăрьел масарне пуçару бюджечĕн программипе çĕнетме пикенетпĕр, ăна профнастилпа тытса çавăрасшăн. Объект хакĕ 1 миллион та 75 пин тенкĕ.

Хальхи вăхăтра ялсене çĕнетесси, хăтлăх кỹресси, пысăк ĕçсене кар тăрасси ял-йышран нумай килет. Ку тĕлĕшпе Кĕçĕн Патăрьелсене чун-чĕререн тав сăмахĕ çеç каласшăн. Çĕнĕ çула мĕнле хавхаланса пуçларăмăр, çавăн пекех ăна вĕçлеме пурне те Турă сывлăх патăр, çемье телейĕ пултăр пурне те,- паллаштарчĕ кĕскен территори пайĕн пуçлăхĕ Николай Рубцов.

 Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика