Республика конкурсĕсенче палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 01.01.2024, 17:41 Просмотров: 500

 Шупашкарти электромеханика колледжĕнче профессиллĕ вĕрентỹ организацийĕн канашĕ йĕркеленĕ конкурссен çĕнтерỹçисемпе призерĕсене чысланă. Çак йыша Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн акăлчан чĕлхине вĕрентекен преподавателĕ Галина Полякова та лекнĕ. Галина Владимировна пултарулăхне иккĕмĕш степеньлĕ дипломпа тата кубокпа хакланă. Вăл "Профессиллĕ вăтам пĕлỹ паракан чи лайăх наставник" конкурсра палăрнă.

Çак мероприятинчех студентсен пултарулăхне те хакланă. Андрей Козловпа Данил Михеев наукăпа техника тата ĕçлев ỹне- рĕ ăсталăх конкурсĕнче республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика