Çĕнĕ çула - çĕнĕ ĕмĕтсемпе

Категория: Публикации Опубликовано: 01.01.2024, 17:40 Просмотров: 500

Юратнă вулаканăмăрсем, почта ĕçченĕсем! Сире тата сирĕн çемйĕрсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

Черетлĕ 2023 çулпа сыв пуллашатпăр. Сирĕншĕн те, "Авангард" хаçат ĕçченĕсемшĕн те вăл ырă пулăмсемпе асра юлатех. Çулленех вулакансем пирĕнпе пĕрле пулни савăнтарать. Унсăр пуçне эсир, хаклă çыннăмăрсем, хаçат содержанине лайăхлатас, пуянлатас тĕлĕшпе те пирĕн çывăх пулăшакансем пулса тăратăр. Сирĕн ăсталăхăра, хаçат редакцине çитернĕ корреспонденцисене пула муниципалитет округĕнче пурăнакансем ку чухнехи çивĕч те тулли тата тĕрĕс информацие вăхăтра вуласа тăраççĕ, çакă вĕсене пурнăçри лару-тăрăва тивĕçлипе хаклама май парать. Эсир çынсен ыйтăвĕсене кирлĕ çĕре çитерме пулăшатăр. Кăçал та Аслă Чементи Надежда Кошелева, Сителти Ирина Лякова, Патăрьелĕнчи Вячеслав Илюткин, Андрей Тукмаков, Мая Салампи, Нина Мазякова, Алексей Мальцев, Петр Ефимов, Антонина Чернова, Шăнкăртамри Гелсирень Абейдуллова, Фирия Хафизова, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Николай Краснов, Ишлĕри Василий Тихонов, Çĕнĕ Ахпỹртри Николай Чумерин, Çĕньялти Надежда Квасова, Мария Мадюкова, Чăваш Ишекĕнчи Светлана Кулакова, Первомайскинчи Яков Степанов, Анат Туçари Надежда Зайцева, Алманчăри Петр Киргизов, Тăрăнти Василий Петров, Упамсари Елена Сымова, Тутар Сăкăтĕнчи Гелия Начаева тата ыттисем те пирĕнпе çыхăну тытсах тăчĕç. Вĕсем общество шухăш-кăмăлне, çынсен ăс-тăнĕпе ĕмĕт-тĕллевне, хăйсем патĕнче пулса иртекен мероприятисене асра юлмалла çутатма тăрăшрĕç, кирлĕ сĕнỹсем пачĕç. Малашне те хастарлăх ан чактăрах пирĕнпе çыхăну тытакансен. Сире çирĕп сывлăх, пултарулăхра çитĕнỹсем сунатăп. Тепĕр çул та интереслĕ хыпарсем кĕтетпĕр.

 Çĕршыв, республика, муниципалитет округĕ тытса пыракан çул-йĕрпе вулакансене паллаштарас, çĕнĕ хыпарсене халăх патне илсе çитерес, умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама хавхалантарас тата явăçтарас енĕпе хаçата почта ĕçченĕсем те пысăк пулăшу кỹреççĕ. Информацие вăхăтра вырăна илсе çитересси вĕсен ăсталăхĕнчен те, çаврăнăçулăхĕнчен те килет-çке.

Тавах пурне те пирĕнпе çыхăнура пулнăшăн. Ăнăçупа хастарлăх сирĕншĕн яланах шанчăклă çулташăрсем пулччăр. Малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлер. Халиччен мĕн лайăххи сирĕнпех пытăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр. Тепĕр хут уяв ячĕпе пурне те. Календарĕн пĕрремĕш страницине хăюллăн уçар. "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ

Александр КОЗЛОВ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика