Тĕп вулавăшра ачасене аталанмалли майсем ỹссех пыраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.01.2024, 17:39 Просмотров: 487

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ модельлĕ тĕп библиотекăра аслисем валли те, ачасем валли те чуна пусарма, аталанма хăтлă услови çителĕклĕ. Çĕнĕ çул умĕн вара Раççейри Педагогпа наставник тата Чăваш Енри Телейлĕ ачасен çулталăкĕсене пĕтĕмлетсе Патăрьел муниципалитет округĕнчи тĕп вулавăшра - Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăра - çитĕнекен ăру валли "Манăн территори" центр уçăлнă. Каллех тепĕр çĕнĕлĕх! Вăл çĕршыв ертỹçи ырланă "Раççейри ачасем" программăпа килĕшỹллĕн хута кайнă.

Çĕнĕ центрăн тĕп тĕллевĕ - çĕршывра çул çитмен ачасене аталанма, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме, пĕр-пĕринпе калаçма майсем пуса парасси. Çав вăхăтрах центр çамрăксен творчество, лидер пултарулăхне палăртма та пулăшĕ. Тĕп вулавăшрах мастер-классем, ăс-тăна пуянлатмалли ытти мероприяти те иртĕç. Кунтах кĕвĕ-çемĕ итлеме, вăйăсем выляма та пулать.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика