Николай Мазяков - Раççей спорт мастерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.12.2023, 21:30 Просмотров: 247

ÇЫВХАРСА килекен Аçтаха çулталăкне спорт каçалăкĕнчи ырă хыпарпа кĕтсе илетпĕр. Çак кунсенче çеç Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕн выпускникĕ, Пăлакассинче çуралса ỹснĕ Николай Мазяков полиатлон (çăмăл атлетика, ишесси, йĕлтĕр, гимнастика упражненийĕ, пересси те кĕрет) енĕпе пысăк çитĕнỹсем туса Раççей спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ. Ишес енĕпе ăна Владимир Карягин тренер-преподаватель хатĕрленĕ. Николай Германович хальхи вăхăтра Краснодарти çар училищинче вĕренет. Каччă спортпа ачаранпах пиçĕхсе ỹснĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех тĕрлĕрен секцие çỹренĕ.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика