Муниципалитет команди - малтисен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2023, 19:39 Просмотров: 166

А. Трофимов ячĕллĕ Шупашкарти олимп резервĕсен вуннăмĕш шкулĕн спорт залĕнче наци кĕрешĕвĕн Çĕнĕ çулхи фестивалĕ иртнĕ. Унта 60 ытла спортсмен хутшăннă. Патăрьел муниципалитет округĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕн воспитанникĕсем пысăк хастарлăхпа палăрнă. Илнур Яфизов (46 килограмлă виçере) пĕрремĕш, Рияс Салахутдинов иккĕмĕш, Ильсаф Яббаров, Нияз Янтыков, Ильяс Купкенов (50) Шăнкăртамран, Марсель Куликов Тутар Сăкăтĕнчен, Ильсаф Яббаров (46), Марс Яббаров Ыхра Çырминчен (55) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Муниципалитет команди Чулхула облаçĕнчи Сергач хулин команди хыççăн иккĕмĕш вырăна тухнă.

Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе, медальсемпе, парнесемпе чысланă. Çамрăксене ăмăртăва Эльфис Мтиевпа Фанис Ахметов тренерсем хатĕрленĕ. Çул тăкакне саплама вара республикăри корэш федерацийĕн президенчĕ Ферид Чабатов пулăшнă.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика