Самана таппинчен юлмасăр

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2023, 19:38 Просмотров: 130

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта ку чухнехи малта пыракан вĕрентỹ технологийĕсене ĕçе кĕртес, ырă ĕç опытне сарас, педагогсен ăсталăхне ỹстерес, вĕсене хавхалантарас, вĕрентекенсен сумне хăпартас, пĕлỹ пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе уçă урок- сен фестивалĕ иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕнчи Педагогпа наставник çулталăкне халалларĕç. Фестиваль вăхăтĕнче 21 уçă урок пачĕç, 3 мастер класс, 16 класс сехечĕ ирттерчĕç.

Вĕрентекенсем уроксене методика тĕлĕшĕнчен çỹллĕ шайра йĕркелерĕç. Ачасемпе педагогсем пĕр-пĕрне ăнланса, ỹсĕм çулне пăхăнса ĕçлерĕç. Çавна май вĕрентекенсем умри тĕллевĕсене пурнăçлама пултарчĕç, ку чухнехи педагогика технологийĕсене мала хучĕç. Çитĕнекен ăрупа йышпа та, уйрăмшарăн та ĕçлеме май тупрĕç. Çакăн пек чухне темăна ăнланма пулать те. Калаçу мелне усă курчĕç. Ачасене шухăшлама май пачĕç. Сывлăх сыхлавне тĕпе хурса физкультминутсем ирттерчĕç. Канса илмелли вăйăсем кĕртрĕç.

Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ вара акт залĕнче пулчĕ. Тухăçлă ĕç хыççăн кану йĕркелерĕç. Вĕренекенсем кăмăла уçакан юрăсемпе, илĕртỹллĕ ташăсемпе савăнтарчĕç. Шкул директорĕ Гелсирень Абейдуллова фестивале пĕтĕмлетнĕ май çак мероприяти çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртнипе пĕрлех пĕр-пĕрин ĕç опытне илме май пулнине çирĕплетрĕ. Вĕрентекен яланах шыравра пулмаллине аса илтерчĕ, уçă уроксен, мастер-классен, класс сехечĕсен çĕнтерỹçисене тĕрлĕ номинаципе чысларĕ.

Альбина ИВАНОВА

Яндекс.Метрика