Хăрушсăрлăхпа, тирпейлĕхпе çыхăннă ыйтусене çивĕчлетрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 06.06.2023, 12:03 Просмотров: 533

Патăрьелĕнчи организации-учреждени, муниципалитет округĕн администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе анлă лару иртрĕ. Ăна Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем пурте паянхи кун пысăк тимлĕх ыйтаççĕ. Чăн малтанах Патăрьел муниципалитет округĕн гражданла хỹтĕлев,чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин 2023 çулта шыва кĕмелли тапхăрта хăрушсăрлăха сирес тĕллевпе пăхăнмалли йĕркесемпе паллаштарчĕ, хальхи вăхăтра çак ыйту республикăра та пысăк тимлĕхре пулнине пĕлтерчĕ. Кун валли сăлтавĕ те пур. Республикăра паянхи куна 9 çын шывра путса вилнĕ, вĕсенчен 5-шĕ ачасем. Синкерлĕ тĕслĕхсенчен пĕри - Патăрьел муниципалитет округĕнчен. Шăхач арçынни ушкăнпа хăналаннă хыççăн шыва кĕнĕ, ỹсĕрскер унтан тухайман. Григорий Николаевич хăйĕн докладĕнче муниципалитет округĕнче водолазсем ятарласа тĕрĕсленĕ, ишме ирĕк панă вырăнсенче çеç шыва кĕме юранине çирĕп асăрхаттарчĕ, çуллахи каникулта çул çитмен ачасене хăйсем тĕллĕн килте хăварни те, вĕсене аслисемсĕр кỹлĕ хĕррине яни те пысăк хăрушлăхпа çыхăннине çивĕчлетрĕ. Шыва кĕме юраман вырăнсенче асăрхаттару паллисем пулмалла.

Анлă ларура "Жилград" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн тĕп бухгалтерĕ Надежда Антонова уйрăм çынсем, организаци-предприяти, учрежденисем, апат-çимĕç тирпейлекен цехсем тата ыттисем те шĕвĕ йăла каяшне хăйсем тĕллĕн кирлĕ мар вырăна, ытларах Пăла юханшывне тăкни, ку тĕлĕшпе вĕсемпе килĕшỹ туса ĕçлеменни пирки ыйтăва çивĕчлетрĕ. Çак ыйтупа муниципалитет округĕпе пĕрлех территори пайĕсем, йĕрке хуралĕн службисем, санэпиднадзор, ветеринари служби пĕр тĕллевлĕ пулса ĕçлемеллине, вăрттăн-хĕрттĕн çут çанталăка, тавралăха варалакансене явап тыттармалли пирки каларĕç.

 - Кашни яваплă служба хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ тата кирлĕ пек йĕркелесе пырсан çеç Патăрьел муниципалитет округĕ таса та, тирпейлĕ те, хăтлă та пулĕ. Йĕркене пăхăнманнисене явап тыттарассипе те пĕрлехи вăйпа ĕçлемелле,-терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çак ыйтăва çивĕчлетсе.

 "Газпром газораспределение Чебоксары" акционерсен пĕрлешĕвĕн Канашри филиалĕн мастерĕ Надежда Арланова халăха газ çăмăллăхĕпе тивĕçтерес ĕçре пăхăнмалли хăрушсăрлăх йĕркисем пирки тухса калаçрĕ. Газ пăрăхĕсене, кăмакисене вăхăтра пăхса тăни аварилле лару-тăрăва, инкеке сирет. Хăш-пĕр граждансем темиçешер çул газ кăмакисене тасаттарманни, специалистсене киле кĕртменни ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Надежда Михайловна вырăнсенче халăха çакăн пирки тĕплĕн ăнлантарса памалли пирки каларĕ.

Патăрьел район прокурорĕн саккунлă йышăнăвĕсене вăхăтра тата кирлĕ пек пурнăçлани хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл преступленисене чакарассипе те, пурнăçри тăнăçлăхпа та, хамăр пурăнакан вырăна таса та тирпейлĕ тытассипе тата ыттипе те çыхăннă. Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев хăйĕн докладĕнче прокурорăн саккунлă ыйтнине çирĕп пăхăнни, вăхăтра хуравсем пани пысăк яваплăхпа çыхăнни пирки каларĕ.

Масар тата унăн таврашĕ - территори пайĕсенчи чи таса та сăваплă вырăн. Ăна çулталăкне пĕр хутчен çеç мар, кашни кун таса та тирпейлĕ тытмалла. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-хăтлăх кĕртессипе тата территорисене аталантарассипе ĕçлекен управлени начальникĕ Николай Раськин ертсе пыракан ятарлă комисси çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсене çитсе тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна мĕнле пăхса, тасатса тăнипе, хăтлăх кĕртнипе паллашнă. Анлă ларура унăн итогĕпе паллаштарчĕ, çак ыйту малашне те муниципалитет округĕн администраци тимлĕхĕнче пулнине каларĕ.

 Иртнĕ канмалли кунсенче тата маларах чылай территори пайĕсенче ял уявĕсем иртрĕç. Июнĕн 10-11-мĕшĕсенче муниципалитет округĕнче пурăнакансем тата аякри-çывăхри хăнасем йăлана кĕнĕ йĕркепе Шăнкăртамри "Хĕвеллĕ" уçланкăна 71-мĕш хут "Акатуй-Сабантуя" пуçтарăнĕç. Ака-суха хыççăнхи пĕрлехи савăнăçлă уяв çулсеренех асра юлмалла, кăсăклă иртет. Пирĕн тăрăхра пурăнакан чăваш, вырăс, тутар, ирçе тата ытти наци çыннисем пĕрлехи вăйă картипе пуçланакан Акатуй-Сабантуя хатĕрленсе пурнăçлакан ĕçсемпе, унăн программипе муниципалитет округĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пай начальникĕ Наталия Никитина паллаштарчĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика