Пушарсен ытларах пайĕ электричествăпа çыхăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 06.06.2023, 12:03 Просмотров: 515

КУ ТАРАНЧЧЕН Патăрьел муниципалитет округĕнче 21 пушар пулнă. Пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков пĕлтернĕ тăрăх вĕсенчен ытларах пайĕ электропроводкăсем юрăхсăра тухса кĕске замыкани пулнипе çыхăннă. Çак кунсенче çеç Тури Тăрмăшра çак сăлтавпа йывăç çурт çунса кайнă. Темиçе кун маларах Çĕнĕ Ахпỹртре пĕр хуçалăхри мунчана вут хыпнă. Шăхачра çамрăк хĕрарăм ачипе пурăнакан çурт вут серепине çакланнин, çемье пĕр пурлăхсăр тăрса юлнин сăлтавĕ те çавăн пекех. Умра - шăрăх çу кунĕсем. Çавăнпа та çỹп-çапа çунтарнă чухне те асăрхануллă пулмалла, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнмалла. Ку тĕлĕшпе саккун кăра, штрафсем граждансемшĕн те, ыттисемшĕн те пысăк пулнине те манмалла мар. Уйрăмах пушар хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăнмалли ятарлă тапхăрта тимлĕхе ỹстермеллех.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика